Czytaj książkę: «Юратап эп сана»

Czcionka:

© Аскольд Де Герсо, 2019

ISBN 978-5-4496-6883-7

Создано в интеллектуальной издательской системе Ridero


Хаклă вулаканăм!

Сирĕн аллăрта Аскольд Де Герсо çыравçăн иккĕмĕш чăвашла кĕнеки. Ку кĕнекене тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсене кĕртес терĕм, çавăнпа та мĕнле-тĕр çыхăну хайлавсем хушшинче шырама кирлех мар. Калавсенче паянхи çамрăксем хушшинчи хутшăнусем: савăнăçпа хурлану, юратупа кĕвĕçÿ – пурте вырăн тупаççĕ. Пурăннă пурнăçра пурте пулать, кунпа нимĕн те тума çук, çавах та хăшĕ пĕр йăнăшсене сирсе ямашкăн пур, çавна вĕрентмеççĕ-и пире классиксен хулăн романĕсем? Курас текен – курать, тупас текен – тупатех, çавах та нихăш романра та уççăн пĕлтермеççĕ, унта сăнарсен пурнăçĕ тăрăх кăтартса пырать çыравçă.

Ку хайлавсен пуххинче те нихăшĕнче те вĕрентсе çырни çук, тĕслĕхсем вара аванах. Пирĕн кашнийĕн çуралсанах умра темĕн чухлĕ çул, çавă кăна-и, кашни кунхине ир çинчен ыйха сирсен умма çĕнĕ çулсем тухаççĕ, хăшне суйласа илетĕн, çавăн пек пулать кун. Юмахри паттăра та çăмăлрах пулнă: ун умĕнче виçĕ çул анчах, çитменне кашни пирки пĕлтернĕ: тÿрĕ каятăн – утна çухататăн, сулахая каятăн – чысна çухататăн, сылтăма çул тытсан пуçна çухататăн. Пире вара никам та палăртмасть, хамăр суйласа илмелле тĕрĕс çула.

Сăвăлла хайлавсене ырлакансем валли ку пухура уйрăм сăвăсем, поэмăсем пур. Икĕ поэмăна авалхи грексен халапĕсем тăрăх шăрçаланă.

Хаклă вулаканăм, енчен те мĕнле-тĕр ыйтусем тухсан, сĕнÿсем пулсан, тÿрремĕн çыру çырма пултаратăр. Адрес: askolddegerso602@gmail.com

Психеяпа Амур

Авалхи саманара

Пулса иртнĕ ку ĕçсем,

Пурăннă пулать патша

Юптараççĕ халапсем.


Çитĕннĕ ун виçĕ хĕр:

Калама çук, хÿхĕмсем,

Илемлĕ, хитре, капăр

Тата пур-ши сăмахсем.


Чи кĕçĕнни пуринчен

Ытларах та чиперкке,

Сăнарлама питĕнчен

Сăмах çук-çке, тÿлекке.


Мĕскерпе танлаштарас-ши

Пикен тăрăс пÿ-сине,

Мĕнле çырса кăтартас-ши

Çак асамлă илеме?


Çавах та тăрăштаратăп

Сăвăçăн вĕт, ирĕк çук.

Пикене, ак, сăнарлатăп

Унсăр мĕнле юптару.


Сарă тĕслĕ çÿçĕсем

Икĕ хулăн çивĕтре,

Тÿпен кăвак куçĕсем

Ытарайми те хитре.


Вăрăм куç хăрпăкĕсем

Хумханаççĕ илĕртсе,

Çакăн пек тĕлĕнтерÿ

Татах пур-ши тĕнчере?


Пиçнĕ çырла тутисем

Йăл-кулупа палăрсан,

Сар хĕвелĕн шевлисем

Пытанаççĕ вăтанса.


Çинçе сăпсан пилĕклĕ

Кам аллисем ыталĕç?

Камăн савнă куçĕсем

Çак илемпе киленĕç?


Çĕршывра пурнан çынсем-и

Е килнĕ-и инçетрен,

Ятарласа пикене

Курма килнĕ кунсерен.


Тĕрлĕ çĕре сарăлса

Хыпар çитнĕ пĕлĕте,

Канăçлăх, ак, çухатса

Кайса курма хĕтĕртет.


Афродита тÿперен

Аннă пулать хĕр пулса,

Пикене курас тесе,

Илемĕпе ăмсанса.


Курма килен халăхсем

Каласан сăвăласа:

Йăтса килеç тĕрлĕрен

Парнесем хапăл туса.


Сăвăçсем халалласа

Шăрçалаççĕ сăвăсем

Илемпе касмăкланса

Туртăнаç ÿнерçĕсем.


Турăш евĕрех чыслаççĕ

Илĕртÿллĕ пикене,

Тилмĕрÿ унтан ыйтаççĕ

Тĕрлĕрен сĕнеç чÿкне.


Афродита кĕвĕçсе

Тавăру çинчен шутлать.

Вăл Психея çилленсе

Хурлантарма шут тытать.


Çав шухăшпа Амура

Пĕр кунхине йыхăрать,

Йĕркесĕр çынна савма

Ĕнентерме вăл хушать.


Ик аппăшĕ те пикен

Патшасемпе мăшăрлă.

Пĕр Психея хальллĕхе

Тăр пĕчченех – хăй майлă.


Çавăнпа-ши тарăхса

Юмăçа ашшĕ каять,

Сăлтавне уçма ыйтса

Сăрт çамкине çывхарать.


«Хĕрне чул хысак çине

Ертсе кил эс каçхине,

Пулас мăшăр çунатне

Сарса çитĕ ун патне.


Тискер кайăклă хаяр,

Çавнашкалах ултавлă,

Çынсене кăна вăл мар

Турăшсене çĕнтернĕ».


Çавăн пек сăмахсемпе

Хуравлать юмăç ăна,

Патша сехри хăпнипе

Кермене васкав утать.


Анăç енне туртăнса

Хĕвелĕ куна вĕçлет.

Патша канăç çухатса

Керменте утас виçет.


Чарăнса вăл кăшт тăрать-ши

Шухăшсене майласа,

Ĕнсине вăл е хыçать-и

Нимĕн тума аптраса.


Хĕвел анчĕ сăрт хыçне,

Кĕренленчĕç пĕлĕтсем.

Нимĕн те килмест пуçне

Явăнаççĕ шухăшсем.


Капларах тусан мĕнле-ши

Йăнăшасран шикленет.

Тĕрĕс шухăш кам сĕнсе-ши,

Анчах та вăхăт иртет.


Ĕнтрĕк сăн та таврана

Çитнĕ çавă хушăра,

Каç пуласси инçе мар

Мĕскер тăвас тупата?


Акă, халне çитерсе

Хăй патне хĕре чĕнет.

Калаçмалли пур тесе

Пÿлĕме ертсе кĕрет.


Хупă алăк хыçĕнче

Мĕн каланă-ши, патша?

Ун пирки халапсенче

Асăнман пĕр сăмах та.


Юмăçа, ак, пăхăнса

Ертсе каять вăл хĕре,

Мĕн хушнине тăнласа

Хăварать çав пĕччене.


Куççульсем шăпăртатса

Юхать пикен куçĕнчен,

Çил вĕрет лăплантарса:

«Хăрушлăх çук нимĕн те».


Мĕн тесен те, чĕтренсе

Пулас мăшăра кĕтет.

Хумханса вăл, шикленсе

Ыйхăпала кĕрмешет.


Сар уйăх пĕлĕт хыçне

Шуса кĕчĕ тахçанах.

Пурте ыйхă авăрне

Çакланнă ĕнтĕ, паллах.


Çăлтăрсем те ыйхă витĕр

Çутатаççĕ çĕр çине

Ку мĕскер, палăрчĕ чăлтăр

Шуйлантарчĕ пикене.


Кăкăртан тухса тарас пек

Кăлт та кăлт тапать чĕре,

Пурнăçпа сывпуллашать е

Хытса кайрĕ халь пике.


Ним тума та хальхинче

Пытанма та вырăн çук.

Никам çук хÿтĕлеме

Куçсенчен юхать куççуль.


«Çавăн евĕр вĕçленет-шим

Пурнăçа курмасăрах,

Çамрăк ĕмĕр тĕпленет-шим

Юрату туймасăрах?»


Пĕринчен пĕри хăрушă

Килеç пуçа шухăшсем

Шикленÿллĕ тавралăх

Шуйланать-çке чун-чĕре.


Çав самантра сасартăк

Тÿперен Зефир анать.

Ыталаса пикене

Тÿпенелле ăнтăлать.


Вăл çуначĕсем çинче

Инçе çĕре çитерет.

Ешĕл курăк хушшинче

Вĕçеве Зефир вĕçлет.


Илемлĕ йĕри-тавралăх,

Çумранах çырма юхать.

Тĕлĕкре, тейĕн, садра

Чун илемпе йăмăхать.


Асамлă тĕспе капăрлă

Вĕçсе иртеç кайăксем,

Çуйхашаççĕ умлă-хыçлă,

Ян! Каяççĕ сассисем.


Пĕр кайăк, ав, инçех мар

Мăнаçланса утаслать,

Çакăн йышши курăма

Пуçласа пике сăнать.


Йывăç çинчен çмĕçсем

Илĕртеççĕ тутанма,

«Хальхинче эпĕ ăçта-ши

Леш тĕнчере е кунта?»


Чĕпĕтсе те вăл пăхать

Хăйĕн çепĕç аллине,

Ырату-çке палăрать

Чĕпĕтни те сисĕнет.


Ку чухне, ав, тĕлленмест

Пурте чăн – куç умĕнче,

Анчах та вăл чĕптемест

Тыткăнлать юмах тĕнчи.


Çывăхра çÿллĕ кермен

Ылтăн тĕспе вылянать.

Пикене Зефир иртме

Аллипеле кăтартать.


Хаклă йышши чулсенчен

Сукмак хывнă кермене,

Хĕвел ылтăн çутинче

Йăлтăртатаç тĕрлĕрен.


Сарăпа, кăвакăн, хĕрлĕн

Уйăрма та хăшне çук.

«Хăш патшан-ши керменĕ,

Мĕнле тытас калаçу?»


Кĕлчечекĕн çеçкисем

Саламлаççĕ пуç тайса,

Çакăн чулĕ илемрен

Пуç каймалла çаврăнса.


Шикленсе сукмак çине

Утасларĕ сарă хĕр,

Кермен çÿллĕ алăкне

Асамлă уçрĕ-ши вăй?


Пĕр тĕлĕнет, пĕр савнать

Пике умри курава,

Çакăн пек те-ши пулать?

Çăтмах евĕрех шалта.


Хĕр пÿлĕмсенче çÿрет

Пур çĕрте те шăп та лăп.

Пĕр никам та çук-ши, тен,

Çук, çитеççĕ сасăсем.


Мĕн çинчен те шутласан

Куç умне ĕмĕт тухать,

Ак, сĕтел пуçтарăнса

Куркана алă тăсать.


Сĕтелĕ çинче мĕн çеç çук

Тĕрлĕ-тĕрлĕ çимĕçсем,

Ылтăн чашăк пыл та çу

Кĕмĕл чашăк çырлисем.


Юрăçсем килентерсе

Шăратаççĕ юрăсем.

Хĕр кăмăлне килмелле

Вĕсен çепĕç кĕввисем.


Темиçе те кун иртет

Никама та вăл курмасть,

Каç çитсен мăшăр килет

Ир çитсессĕн – çухалать.


«Эпĕ камне эсĕ пĕлсен,

Киленÿ çĕтет йăлтах», —

Çамрăк мăшăр пикене

Вăрттăнлăха систерет:


«Çав тер çепĕç саслăскер,

Хăрушă пулас çук», – тет.

Анчах мăшăр сăнарне

Хальлĕхе вăл тĕпчемест.


Йăмăкĕшĕн хурланса

Тарăхаççĕ аппăшсем.

Пур çĕрте те шыраса

Килсе тухаççĕ вĕсем.


Мĕн чухлĕ атă-пушмак

Çĕтне вĕсем шыранса,

Çавах тăван йăмăкне

Шаннă пулать, тупасса.


Тĕл туса аппăшсене

Кĕтсе илет сарă хĕр,

Кермен тăрăх çÿретсе

Паллаштарать пурнăçпе.


Ăмсанса пăхаç куçсем

Йăмăкĕн пуянлăхне,

«Кам пулать сан мăшăру?

Хăш патшалăх пуçлăхĕ?


Сăн-питрен вăл еплерех

Чипер-ши е хитре мар?

Ÿт-пĕвĕ ун мĕнлерех

Яштака е мăнтăркка?»


Халиччен те эп ăна, —

Кун çутинче курман, – тет. —

Вăл çĕрле кăна манпа

Ирхине çумран çĕтет».


Çавăн пек сăмахсемпе

Хĕр пĕлтерет хăй çинчен,

Çийĕнчех аппăшĕсем

Вăрттăнла канаш сĕнеç:


«Каçхине хĕвел анать те

Ыйха сир эс хăвăнтан,

Мăшăру килĕ çитет те

Вырăнтан та ан хускал.


Упăшку ыйха путсан

Çурта çут эс вăрттăн çеç,

Те пĕрер-пĕрер усал вăл

Те çĕлен вăл – илĕртмĕш».


Аппăшсем каланă пек

Хĕр çурта çутать çĕрле,

Çывхарать кравать патне:

Упăшка çыврать канле.


Ылтăн тĕслĕ çÿçĕсем

Йăлтăртатаç çутăра,

Пикен савнă куçĕсем

Пăхса савнать мăшăра.


Ыйхăра тĕлленнĕрен-ши

Йăл-кулу тутисенче,

Юмах евĕрех-çке каç

Асампа тулли тĕнче.


Юрату турăш куçне

Пур илемĕпе курнать,

Хĕр пĕшкĕнсе мăшăрне

Çепĕççĕн çеç чуптăвать.


Шутламан пике çавна:

Çуннăçем, çурта йĕрет.

Тумламсем тумлаç çуртан

Инкек çуммăнах çÿрет.


Çурта çути куçĕнче

Вылянчăклăн ялкăшать,

Юрату çулăмĕнче

Ылхан хăй ĕçне тăвать.


Ах! Инкек! Вĕри ăвăс

Тумлать мăшăр хул çине,

Ыратăва тÿсеймесĕр

Амур уçать куçсене.


Ÿкĕтлĕн куçсем пăхаççĕ

Пике çине тинкерсе,

Ăнланчĕ пике: йăнăшнă,

Ма итлесе аппăшне.


«Эх, савниçĕм, мĕскершĕн

Пăхăнмарăн хушнине,

Ылхан халĕ пирĕншĕн

Пурнăçлать хура ĕçне».


Çавăнтах вăл кантăкран

Вĕçсе тухать хăварса,

Сарă хĕре хуйхăра

Йăнăшнăшăн хурланса.


Хыçĕнчен тухса чупать,

Кăлăхах. Вăл инçетре,

Афродита, ак, çыхать

Амурăн пиçне хулне.


Тата тепĕр тавăру

Шутласа тупать хĕре:

«Илем ещĕкне тыт çул

Хальллĕхе вара ĕçле».


Ĕçленĕ май хĕр пухать

Çул çине вак-тĕвексем,

Тĕрлĕ майăн шухăшлать

Тупсăмĕ çук ниепле.


Вăт çапла хĕр çул тытать

Илем ещĕкĕ патне,

Çул тăрăх вăл кĕл тăвать

Ватă Турăш амăшне.


Тур амăш сар пикене

Малалли пирки калать.

Мĕнлерех унта çитме

Еплерех хăйне тытма:


«Ещĕке эсĕ ан уç,

Хăрушлăха вăл таять»,

Çав сăмахсемпе карчăк

Куç умĕнчен çухалать.


Хĕр чылай çулпа утать-и

Кун кунлать те, çĕр çĕрлет.

Тĕ хĕвелĕ çутатать-и

Каçхине уйăх çÿрет.


Çитрĕ, акă, шыв хĕрне,

Анлăн сарăлса выртать.

Шыв тĕкĕрĕ тыткăнлать те

Çавах шухăша ярать.


Аслă çырма каçма çук

Пĕр Харон çеç каçарать.

Анчах та тискер йытти

Шăлĕсемпе йăлтăрать.


«Вилесен çырми урлă

Каçать пике кимĕпе,

Ват карчăк канашĕпе

Шăплантарать йыттине.


Кĕçех ещĕке илсе

Çĕр çине вăл таврăнать.

Усă курас-ши тесе,

Ещĕке пике уçать.


Кĕтнĕ илем вырăнне

Ещĕкрен тухать усал,

Ним ăнкартман пикене

Тарăн ыйха путарса.


Усал сывлăш алхасать,

Сиен кÿрет халăха,

Те çилĕ вĕрет урса,

Тÿсейми çук шăрăхпа.


Хÿтĕлĕх ыйтса халăх

Турăшсене тилмĕрет,

Зевс пуринчен те асли

Олимпра канаш сĕнет.


Çÿллĕ ту çинче пуху

Йĕркелет Турăшсемпе,

Афродитăн сăн хĕрхÿ

Айăпĕ пĕр ун çинче.


Телее, Амур çитет,

Вăратать вăл сăнăпа,

Ещĕке часах леçме

Сĕнет вăл Психейăна.


Турăшсен патши патне

Хăй васкавлăн вĕçтерет,

Савнийĕ хутне кĕме

Вăл патшана тилмĕрет.


Зевс Амурăн сăмахне

Тăнласа итлет тимлĕн.

Юрату асамлăхне

Хăй çинче пĕлет чупкăн.


Леда ятлă арăма

Акăш пулса илĕртнĕ.

Тепĕрин вĕчи çине

Çумăр пулса тăкăннă.


Арăмĕ вара хăйĕн

Тĕшмĕртет кил таврашра.

Çавнашкал-ши, тен, шăпи

Пĕтĕм влаç пĕр алăра.


Çавăнпа та-ши тен,

(Халапсенче хурав çук).

Пикене хута кĕрсе

Вилĕмсĕрлĕх парнелет.


Хăйĕнчен вăл чаплă туй

Çамрăксене йĕркелет.

Чĕрере пур юрату

Темĕне те çĕнтерет.


Ациспа Галатея


Ешĕл курăк пур çĕрте

Çитĕнеççĕ çимĕçсем.

Йыхăраççĕ хăй патне

Ывăçпа виноградсем.


Хумханать тинĕс йăвашшăн,

Çуйхашаççĕ кайăксем,

Хĕвелĕ пăхать ачашшăн —

Çăтмах тейĕн ку çĕре.


Кашни кун пĕр вăхăтра

Хĕвел çÿллĕ çĕкленсен,

Килсе тухать тинĕсрен

Ытарма та çук пике.


Хыçĕнчен хумсем сирсе

Татах тухаç пикесем.

Ку тинĕс патши Нерей

Илĕртÿллĕ хĕрĕсем.


Пуринчен те хитререх

Галатея пулнă теç.

Тинĕсри моряксене

Пулăшу кÿнĕ вăл çеç.


Сывлăша хумсем хăрушшăн

Çĕкленеç-и хăмсарса,

Карапсене айлĕн-çийлĕн

Çавăраç-и путарса.


Çак йышши çанталăкра

Галатея пĕр шанчăк:

Хумсене лăплантарма

Çителĕклĕ пĕр авăк.


Халь кăна хаяр хумсем

Çак хĕр çепĕç сассинчен,

Майĕпен пĕчĕкленсе

Çухалаççĕ тинĕсре.


Çÿллĕ тури шăтăкра

Пурăннă сăнсăр циклоп,

Кĕтÿ кĕтнĕ айлăмра

Хевтепе пулнă улăп.


Сăрт çийĕпе çумăрта

Кĕтĕвне вăл çÿретнĕ,

Хысаксене хушăран

Катмакпала тĕпретнĕ.


Пĕр шухăшсăр çак таран

Иртттернĕ вăл ĕмĕрне,

Шăхличепе выляса

Хăш чух юрă сĕрленĕ.


Тен, çавнашкал малалла

Пурнăçĕ пыратчĕ-ши:

Кĕтĕвне ертсе çыра

Килсе тухма пÿрнĕ-ши?


Сăрт çамкинчен инçете

Тинкерет циклоп тимлĕн,

Хумсем тинĕс çийĕпе

Шăмпăлтатаççĕ лăпкăн.


Хăйĕн пысăк кÿсекне —

Карап мачтипе пĕр тан,

Пăрахать çерем çине,

Кăларать шăхлич унтан.


Шăхличĕ вĕрсен, тавралăх

Сисчÿвленсе шăпланать.

Кайăк-кĕшĕк самантрах

Хăй йăвинче пытанать.


Акă, шыв çине сирсе

Ылтăн хĕвел тухнă пек,

Циклопа тĕлĕнтерсе

Килсе тухрĕ сар пике.


Полифем куç чакăртса

(циклопа çапла чĕнеç),

Сывлама та чарăнса

Пăхса ларать ун çине.


Асамлă курăну, тейĕн,

Шикленет çухаласран.

Галатея – пур – шыв çийĕн

Киленет чăмпăлтатса.


* * *


Полифемăн сăнарне

Уçса пама питĕ хĕн,

Илес-милес сăн-питне

Кăтартма сăмах çук-мĕн.


Лăпăс-лапăс çÿçĕсем

Çумăрта çеç шыв кураç,

Ÿссе кайнă сухалсем

Пĕтĕмпех питне сăраç.


Пĕртен-пĕр куç циклопăн

Вырнаçнă çамки çинче,

(Халь куратăр, ав, хăвăр

Шăнăçмасть сăмахсенче).


Çак сехмет сар пикене

Пĕрре курсах куç хывать,

Астаррăн вăл тинкерет

Хăрах куçĕпе шыва.


Кам юраттăр эсреле

Сăн-сăпатсăр усала.

Тирпейленме Полифем

Кăнтăралла çул тытать.


Катмакпа çÿç якатма

Тытăнать вăл çитсенех,

Çăлăнаççĕ пайăркан

Тусăнса пĕтнĕ çÿçсем.


Чÿхенсен çăмăлтарах

Пулатчĕ-ши якатма?

Хĕн пулĕ çав, сахалрах

Ăс пулсассăн пуçăнта.


Çап-çутă çивчĕ çурла

Кăларать вăл кĕтесрен,

Сухалне ывăçласа

Кĕскетме хатĕрленет.


«Тирпейлерĕм сăн-пуçа», —

Кÿленчĕкрен тинкерет.

Чунсăрне анчах шута

Вăл илмен-тĕр, куçкĕрет.


Канăçа циклоп çухатнă

Çемĕçелнĕ чĕрипе.

Çавах та ăна шăпа

Пиллемен-тĕр телейне.


Полифем пĕлмен пикен

Ацис – савнă каччи пур.

Кăмăллаççĕ пĕр-пĕрне —

Яшсен çирĕп юрату.


Кăпăклă хумсем чупаççĕ,

Кăпăклă хумсем сирсе.

Тĕл пулаççĕ савăнса

Галатеяпа Ацис.


Çĕркаçа мĕнле чăтса

Шурăмпуç çывхарнине

Вĕсем кĕтнĕ хумханса

Теприне çитессине.


– Ырă кун сана, савниçĕм! —

Хумсем витĕр сас çитет.

– Ырă кун, çутă телейĕм! —

Хирĕçле хурав вĕçет.


Çĕнĕ кун – çĕн йăл-кулу

Туйăмсем çирĕпленеç.

Савнипеле калаçу

Чĕрене килентерет.


Çыр тăрăх вĕсем çÿреççĕ

Алла-аллăн тытăнса,

Полифем сăнать çиллессĕн

Юратăва ăмсанса.


Кĕтÿне ертсе çыра

Килсе тухать вăл, курать.

Алла-аллăн тытăнса

Ациспа пике утать.


Полифем сăнĕ хăрушшăн

Кайăк та çумĕн вĕçмест.

Тинкерен куçĕ юнавлăн

Тутисем ун шăл йĕреç.


Шăхличĕ хăрушшăн вĕрчĕ

Çĕр чĕтренчĕ кисренсе.

Тинĕсре хумсем çĕклерĕ

Асар-писер çил иртсе.


Çамрăксен чĕри шуйланчĕ —

Ырăпа вĕçленес çук.

Полифем хысак шыранчĕ

Циклопран тармашкăн çук.


Тинĕсе пике ыткăнчĕ

Хÿтлĕ хумсен ытамне,

Пĕр хысак çитсе çĕмрĕлчĕ

Ацис юлчĕ ун айне.


Чул хысак ик ванчăка

Çурăлчĕ те, варринче

Хăмăш курăнчĕ куçа

Çăл куçăн тĕкĕрĕнче.


Шывĕ, ак, тинĕс енне

Тупрĕ çулне шыраса,

Часах хумсем сирпĕнсе

Ыталарĕç çырмана.


Халăхра çакăн йышши

Халап юлнă ас илме,

Ĕмĕрне те ан çухатăр,

Чăн юрату илемне.


Купидон


Карса илнĕ тĕттĕмлĕх

Çăлтăрсем те палăрмасть.

Кун-каçа ырнă халăх

Канлĕ çывăрать.


Ăнсăртран сас пулчĕ

Шаккаççĕ алăка.

Кам-тăр сасă пачĕ

Сирчĕ ыйăха.


Çакăн пек çанталăкра

Кам çÿретĕр терĕм,

Çук, шаккаççĕ хытăрах

Тĕлленчĕ, темерĕн.


«Кам пĕр шикленмесĕр,

Каçхине çÿрет?» —

Çилле пытармасăр

Чĕнтĕм хайхине.


«Ÿт-пÿ шăнчĕ пĕтĕмпех

Сивĕ çил кашлать,

Хăв куратăн, ав, тÿпе

Хуп-хура тавра.


Мĕскертен хăратăн,

Эп пĕчĕк çеç ача,

Çул-йĕртен аташрăм

Ярсамччĕ ăшăнма».


Çакăн евĕр сăмахсем

Çитрĕç, акă, тул енчен.

Çуртана хăвăрт илсе

Çутатрăм хальхинче.


Тулта çумăрĕ чашлать

Çиçĕмĕ çиçет.

Урнă çилĕ ахăрать

Хÿмене силлет.


Лăпланма та шутламасть

Чарăна пĕлмест,

Çÿлти уйăх çути те

Çĕр çине çитмест.


Акă уçрăм алăка,

Ку тата мĕскер?

Тăрать пĕчĕк çеç ача

Пĕр тумтирсĕрскер.


Икĕ шурă çунатне

Асăрхарăм кун çинче,

Ухăпа сăннисене

Хĕстернĕ хул хушшине.


Иртсе лар кăмак умне,

Çав тер вĕт шăннă,

Халь те çавă каçхине

Вут чĕртес шут пулнă.


Ухăпа сăннисене

Ача хучĕ çумнерех.

(Каччăсемпе хĕрсене

Çак улаха сĕтĕрет).


Авă, çитрĕ ăшăнса

Калаçма пуçларĕ.

Ухă тытрĕ выляса

Сăнă ункăларĕ.


Ман çине пăхса хăй

«Пăсăлман-ши?» – тет.

Сăнă вĕçне ман енне

Чеен шĕвĕртет.


«Пĕртте пăсăлман-çке

Ухă çумăрпа»,

Суранларĕ чĕрене

Ылтăн сăнăпа.


Чĕрене вут хыпнăн,

Çурасла сурать.

Купидон хаваслăн

Савăнса кулать.


«Кÿршĕре пике пур,

Сана пит савать», —

Вăрттăн çеç Амур

Сиплев савалать.


Çавхатер илемлĕ

Хĕр çитĕннĕ кÿршĕре,

Сăпсан çинçе пилĕклĕ

Епле чăттăр-ха, чĕре.


Пуринпе те ăшшăн,

Уççăн калаçать.

Тĕнчере çук тейĕн,

Сасси тыткăнлать.


Çав тери те çепĕç

Çăл евĕр юхать.

Чĕре ман чул мар-çке

Çулăмпа çунать.


Курăнмасть кăна,

Çиеле тухмасть.

Савнă пике сăнĕ

Асăмран каймасть.


Каçхине тухсассăн:

«Пĕтĕм чунтан ытарап:

Юратап, – тесе каласшăн,

Темшĕн – вăтанап.


Юратап сана, – тесессĕн

Енчен йышăнмасть?

Пурпĕрех пĕтетĕп

Чун тăнăçланмасть.


Пĕр каçхине вăйăра

Шанса пĕтме çук.

Уçрăм хамăн чĕрене:

«Арăм пул, Лисук!»


Ялти сарă пикене

Эпĕ савнă тахçанах,

Чĕрене уçса чĕнме

Хăюлăх сахалтарах.


Хальхинче те ăшшăн

Пăхрĕ ман çине,

Чĕнчĕ вăл йăвашшăн:

«Мĕн тейĕ, анне».


Мул енчен катăк та

Вăй-халăм ман пур.

Пурнăçри йывăрлăхран

Хĕрÿ чĕре пур.


Юратсассăн чĕререн

Пире ним те çитеймест

Савнă чĕре ăшшине

Вут кăвар та çĕнеймест.


Çулталăк çавăнтанпа

Иртсе кайрĕ ĕç-хĕлпе,

Кайăксем, ав, кăнтăра

Туртăнаççĕ картипе.


Лисукпа эпир телейлĕ

Çĕнĕ çуртра савăнса

Пурăнатпăр халь илемлĕ

Вулакана ыр сунса…


Арçури

 
Мур ăрувĕнчен тухнă-ши
Е алтас-ши тарăнрах,
Несĕле кам пуçарнă-ши
Калăпланă катăкрах.
 
 
Усалпа ăçтан тăван-ши
Тăрă шывăн пăлханçи?
Çанталăк епле тÿснĕ-ши
Мĕнле чăтнă ăрăмçи?
 
 
Пĕр шухăшсăр ăсталанă
Килпетсĕр юрăсене,
Куç курнине шăрçаланă
Хывнă сăвă йĕркине.
 
 
Шурлăх кăтăшне упранă
Тăвăрланнă канăçпа,
Пĕр шелсĕр пăрахăçланă
Сывпуллашнă пурнăçпа.
 
 
Типнĕ йывăçа тĕпленĕ
Упранă хунавсене,
Илемпе чунтан киленнĕ
Кăмăллăннă уйсемпе.
 
 
Хуçăлса ÿкнĕ турат-и
Тĕл тусассăн куç умне,
Аякка илсе хуратăп
Йĕркелетĕп çул çине.
 
 
Çур вăхăтĕнче хур-кайăк
Ырнă карти вырнаçать,
Кÿлĕре пурне те канлĕ
Уйăх çутă сапалать.
 
 
Ыйăха путмасть пĕр çамрăк
Акăш, амăшне тĕпчет:
«Мĕн вăхăт ĕнтĕ вĕçетпĕр
Çав тер анлă-шим тĕнче?
 
 
Аннеçĕм, ахах-мерченĕн
Мĕскер-ши йăлтăртатать»,
«Çăлтăрсем вăл, пĕчĕкскерĕм,
Пирĕн çула палăртать».
 
 
Анлă кÿлĕ сарăлса
Тĕкĕр евĕр çутатать.
Уйăх хăю ывăтса
Кÿль çийĕн кĕпер хывать.
 
 
Сĕтеклĕ симĕс курăкĕ
Выртса канма йыхăрать,
Пуç тайса ылтăн чечекĕ
Çĕнĕ кунпа саламлать.
 
 
Шурăмпуç кăшт палăрсан
Карта пуçĕ çĕкленет,
Хур-кайăка вăратса
Малалла вĕçме чĕнет.
 
 
Хур картисем тÿпере
Какăлтатса иртеççĕ,
Акă ĕнтĕ тĕнчене
Çу кунĕсем çитеççĕ.
 
 
Тĕрлĕ тĕслĕ сасăпа
Янраса тăрать вăрман.
Вĕçет куккук авăтса
Сасă каять ян! Та ян!
 
 
Шăпчăксем юрă юрлаççĕ,
Таврана илем кÿрсе,
Хĕвел шевлисем выляççĕ
Кÿль шывĕнче чÿхенсе.
 
 
Курăк хушшинче çырла
Тутанса пăхма сĕнет.
Савнăçпа кăкăр тулса
Тÿпенелле вирхĕнет.
 
 
Пĕр кунхине çанталăк
Ир çинченех улшăнчĕ.
Хура пĕлĕт туртăнса
Хĕвел тарса пытанчĕ.
 
 
Кĕмсĕртетет çÿл тÿпе
Калăн тимĕрçĕ ĕçлет.
Çуталса каять хутран
Çиçĕм вут-хĕм сирпĕтет.
 
 
Хăрушă çил тухса кайрĕ
Асар-писер алхасать.
Шурă акăш çитсе ÿкрĕ
Халран кайнă нăйкăшать.
 
 
Кÿльçийĕ юнпа пĕвенчĕ
Суранланă мĕскĕне,
Мĕнле путсĕр ал çĕкленĕ
Илем кÿрен кайăкне.
 
 
Çиçĕмĕ çиçет хаяррăн
Тĕнче пĕтнĕн туйăнать,
Таврана каçхи сăн çапнă
Хăрушлăх хуçаланать.
 
 
Йывăçсем те авăнаççĕ
Çилĕ ытла урнăран,
Чĕрчунсем тарса пытаннă
Тискеррĕн курнать вăрман.
 
 
Кайăк мана асăрхарĕ
Ман патăма туртăнать.
Чарăна пĕлмест çумăрĕ
Пĕр вĕçĕмсĕр чашлатать.
 
 
Нимĕн пĕркенсе тăмарăм
Чупрăм кÿлĕ хĕррине,
Нимĕскер те шутламарăм,
Сикрĕм кÿлĕ варрине.
 
 
Кайăка шывран ачашшăн
Йăтса тухрăм çырана,
Ман çине акăш йăвашшăн
Тинкерчĕ те: «Тав сана».
 
 
Кĕмĕл тĕкĕсем хĕрелнĕ
Юн тапать суранĕнчен,
Мĕнлерех халне çитернĕ
Епле тупнă-ши çулне.
 
 
Пур ĕçе те пăрахатăп
Манăçнă вăйă-кулă,
Сиплĕ курăк шыранатăп.
Кÿлĕрен йăтап пулă.
 
 
Çĕр çĕрлетĕп, ир çинчен
Эмеллетĕп суранне,
Кĕрхи кунсем çитиччен
Сыватасчĕ мĕскĕне.
 
 
Кунĕ кунсерен иртет-ха
Çулçăсем пĕветĕнеç,
Кĕрхи сивĕ çывхарать
Çуллахи кунсем çĕтеç.
 
 
Вăхăт самаях иртрĕ-ши
Акăш вĕçрĕ çÿлелле,
Тав тума та çитермерĕ
Çĕтрĕ сенкер тÿпере.
 
 
Тем вăхăтчен тÿпере
Эп шырантăм акăша,
Кайăк çавах курăнмарĕ
Ÿкрĕ темĕн кăпăшка.
 
 
Ĕмĕрлĕхе вĕçсе кайнăн
Тĕк хăварчĕ ÿкерсе,
Ăнсăртран ÿкерчĕ, тейĕн,
Е шанмарĕ çĕклессе.
 
 
Ăнкартмарĕ шурă кайăк
Йывăç чунлă усала
Ăраскала илсе кайрĕ
Хăр тăлăха хăварса.
 
 
Халĕ ним те илĕртмест
Тунсăх витрĕ чĕрене,
Юрату анчах çĕтмест
Савнă чунăн ăшĕнче.
 

Васкавран ырри çук

Суту-илÿ центрĕн залĕнче халăх лăк тулли. Калăн тата юлашки кунсем çитнĕ те, çынсем мĕн пур тавара, кирлĕ-кирлĕ марне те туянаççĕ, тесе. Анчах та, тупсăмă ку пулăмăн çиелте выртать: ыранхине саккăрмĕн март, хĕрсемпе арăмсен кунĕ, вăт арçынсем ăшталанаççĕ те парне суйласа. Çавăнпа та ĕнтĕ туянакансем хушшинче ытларах арçынсемпе каччăсем: хăшĕ арăмне валли шыранать парне, хăшĕ савнине.


Пĕр уйрăмран тепĕр уйрăм патне çÿреççĕ, хăш парне туянсан килĕшÿллĕрех, кăмăллăрах пулать-ши, тесе сйланса. Чылайăшĕн сăн-пичĕ çинче парне туянасси уншăн пĕртте савăнăç кÿменнине вулама пулать уççăнах, çавах та арăмĕн кăмăлне хуçас мар тесе çÿреççĕ, шыранаççĕ парне. Хăшĕ вара пĕр тшкĕрмесĕрех, алла мĕскер лекнĕ çавна çийĕнчех туянать. Ара, парне лаша мар, шăлĕнчен пăхмаççĕ, тата парнерен хакли тимлĕх уйăрни, теççĕ ĕнтĕ вĕсем. Çимун, лавккана кĕрсен, тÿрремĕн хăйне кăсăклантаракан уйрăм патне çул тытрĕ.


Икĕ-виçĕ эрне каярах кунта арăмĕпе кĕрсен, вăл мăшăрĕ хаклă йышши чултан ăсталăнă ещĕке çав тери, куç хывмасăр пăхнине курнăччĕ. «Ку чăн-чăн патша майрисен ещĕкĕ евĕрех! Эпĕ ăна хамăн сĕтел çине вырнаçтарса сăрланмалли хатерсене унта вырнаçтарнă пулăттăм», – тере ун чухне мăшăрĕ шухăш-ĕмĕте путса. Арча чăннпе те питĕ илемлĕ, вылянса тăрать çутă çинче. Каярахпа та темиçе хутчен те аса илчĕ вăл ещĕке. Çавах та, йăл-кулса: «юрĕ ĕнтĕ. Пире тумбочкăра тытсан та аван», – тесе лăплантарчĕ хăйне. Куçĕсем вара унăн çав-çавах ĕмĕтленетчĕç ку арчашăн.


Çимун арăмне валли питĕ те туянасшăнччĕ, анчах хакĕ шиклентерчĕ. Хальхинче вара, хăйĕн акцийĕсене, машина запас пайĕсене тупăшлă сутма май килсе, укçаллă пулчĕ. Арăмĕ мĕн тери савăнса хĕпĕртессе шанчĕ вăл! Эпир кашни ĕмĕт пурнăçлансан ача-пăча пек савăнмастпăр-и, ĕмĕтленнĕ япала алла лексен? Тата Çимун паллă сăмахсем çыртарас терĕ арча çине. Ÿнерçĕ юлашки саспаллисене чул çинче çыратчĕ, çимун патне Ухваниç çывхарчĕ.


Шкулта пĕрле, пĕр класра вĕреннĕччĕ те, унтан кăшт пĕр кантурта пĕрле тăрăшрĕç, каярахпа пурнăç çулĕсем уйрăлса кайрĕç. Ăçта вăл халĕ, мĕнле – нимĕн те паллă мар. Пĕлĕшсем каланă тăрăх çеç, арăмĕпе уйрăлса пĕтсен, Ухваниç тăр пĕчченех пурăнать, имĕш. Ĕç вырăнĕ те, çу вăхăтĕнче сад-пахчарисĕр пуçне ниăçта та тухса çÿреместь. Çакăн пек чухне епле тĕл тума пулать пĕр-пĕрне? Паллах, çук.


– О-о-о! Кама тĕл тума килчĕ кунта? Миçĕ хĕл? Миçе çул? Сана ман çул тĕлне Çÿлт Турă ячĕ пулĕ ятарласа! – хыпăнса ченчĕ Ухваниç, капла та хыттăн калаçаканскер. – Сехет ытла та çÿретĕп-и лавкка тăрăх, ниепле те парне суйласа илме хал çитерейместĕп. Пурте кăмăллă пек. Тархасшăн, пулăшсам!


Çимун пĕр енчен савăнчĕ те ăнсăртран тухнă тĕлпулăва, çитменнне парне суйласа туянма пулăшма ыйтать: – Салам, Ухваниç! Эпĕ, акă, хамăн мăшăра валли туянтăм та ĕнтĕ. Çырса та пачĕç асăнмаллăх сăмахсем. Арăм тахçанах сĕрĕнмелли-пĕвенмелли хатĕрсем валли çакнашкал япала шыранатчĕ. Килĕшÿллĕ-и?


– Килĕшÿллĕ пулмасăр! Питĕ килĕшет. Чăн-чăн ылтăн арча! Юмахри евĕр! Тен, манăн та çакнашкал арча туянас? Тем вăхăтчен çÿретĕп лавкка тăрăх сулланса. Хăв ăнланатăн, манăн ку енĕпе пултарулăх сахалтарах.


– Ăнланатăп. Пĕр-пĕр илемлĕ майра тĕл пулчĕ куç умне, тыткăнларĕ? Ку аван, питĕ те аван! Хăçанчен хусаххăн çÿреме пулать? Çулсем вĕт кĕтсе тăмаççĕ… – килĕшрĕ Çимун. – Авлантăн, пулать, мăшăрлантăн?


– Тĕрĕспе каласан, ăнлантăн пулĕ, вăл хальлĕхе арлă-арăмлă-ха, çулталăк ытла пĕрле пулсан та. Ытарайми хĕрарăм вăл, сапăрлă, тирпейлĕ, çавăнпа та парне кăмăлне кайтăрччĕ тетĕп.


– Ку чухне мĕскер тесе калама та хĕн. Ку йышши арча парнелеме юрамасть пулĕ. Ытла та тăкаклă парне пулса тухать, – кăшт шухăшланă хыççăн чĕнчĕ Çимун, укçа енчен çамрăк чухнех хытăрахччĕ те, çав-çавах юлнă пулас.


– Хакĕ-мĕнĕ, темех мар! – хирĕçлеме пăхрĕ Ухваниç. – Чи малтан, вăл ăна кăмăлне кайтăрччĕ! Эпĕ вĕт ăна тĕлĕнмелле капăр япала туянасшăн хыпăнса çÿретĕп! Арчи вара, чăнласах хама та питĕ те килĕшет, апла ăна та килĕшмелле. Вăл тивĕçлипе йышăнасса халех шанса тăратăп. Кăтарт-халĕ, хăш вырăнта туянтăн?


Çимун хирĕçлемерĕ, ертсе кайрĕ Ухваниçе. Лешĕ пĕр шелсĕр укçине кăларчĕ те тыттарчĕ сутуçа. Арчи вара чăнласа та илемлĕ: тăп та лăп, ытти çакăн йышши арчасемпе танлаштарма та çук. Пĕр сăмахсăр, хăть мĕнле арăмăн сĕтелĕ çинче те вырăнлă пуласси куç кĕрет.


– Тавтапуç сана, тусăм! Халĕ те тĕл турăм! Эсĕ тĕл туман-тăк, мĕскер туяннă пулăттăм-ши? Эпĕ те сан пекех çыртарам-ха арча çине…


– Мĕскер çыратпăр? – ыйтрĕ гравёр пуçне çĕклесе.


– Çырăр, – Ухваниç шухăша кайрĕ, вырăнлă сăмахсем шыранчĕ, – «Телей сунатпăр!»


– Ара, Ухваниç, эсĕ парнине хăв ятăнтан çеç парнелеместĕн-им? – тĕлĕнсе пăхрĕ тусĕ çине Çимун. Тĕлĕнмелле ку Ухваниç, шак тĕлĕнмелле…


– Манăн чĕрере вырăн йышăннă хĕрарăм тăр пĕччен мар, арлă-арăмлă, – ним пулман пекех хуравларĕ Ухваниç, – çавăнпа та, упăшки тем те пĕр ан шутлатăр тесе, çавнашкал çырсан авантарах пулать пулĕ, тетĕп. Мĕнле те, ыйтас-тĕпчес пулсан, ĕçре тантăшсем парнелерĕç теме пултарать.


– Ухваниç, çавах та тепĕр хутчен шутласа пăх, капла эсĕ хăвна патша йышши сăнарлатăн. Эпир Пĕрремĕш е Иккĕмĕш Ухваниç, патша аллинчен парнелетпĕр тенĕн…


– Эсĕ тĕрĕсне калатăн. Манăн вара пуçа та килмерĕ ку шухăш. Атя-ха, шутласа пăхар иккĕн, – çăмăллăнах килĕшрĕ юлташĕн сĕнĕвĕпе арçын.


Пилĕк-ултă минутласа шутланă хыççăн, «Телей сунса!», тесе çыртарма килĕшрĕç.


Гравёр хăйĕн ĕçне аван пĕлнĕрен тата кăмăлланăран-ши, çавăнтах çырса пачĕ те арçынсем суту-илÿ ценрĕнчен тухрĕç урама.


– Эпĕ тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк минутран унпа тĕл пулатăп, -терĕ Ухваниç. – Паянах, вăрах вăхăта тăсмасăр, парнелетĕп. Ыранхине те килет тĕл пулма, те çук. Хăв ăнланатăн. Çав тери те йывăр, хĕрарăм пĕр санăн çеç марне йышăнма. Ыранхине праçник, праçнике вара çемьесемпе ирттереççĕ, кил-йышсемпе.


– Ара, Ухваниç, енчен те пĕр-пĕрне çав тери кăмăлласан, вăл вĕт уйрăлма та пултарать упăшкипе. Халĕ ку енчен йывăрлăхсем çукпа пĕрех. Кун çинчен эсĕ унпа сăмах хускатман-и? – кăсăкланса ыйтрĕ Çимун.


– Калаçмасăр, пĕрре çеç мар калаçнă. Анчах та, вăл уйрăлса кайма килĕшмест. Темĕнле-тĕр йывăрлăх пур терĕ ман, кун пирки сăмах хускатсан, енчен те эпĕ çине тăрас пулсан, урăх нихăçан та курăнмастпăр пĕр-пĕринпе…


– Пулать ĕнтĕ кунашкал ĕç-пуç. Ăнăçу сунатăп! Манăн вара ĕçе утмалла. Сехет каçхине саккăрсăр та киле таврăнма пулмасть


Праçник умĕн хуть ăçта та тĕркĕш пулать, Çимунăн та ĕçĕнче çавăн пекех килсе тухрĕ. Ĕç туни те çук, шавĕ вара… Пурте праçнике хатĕрленеççĕ те, офис ĕçченĕсем вара ытларах хĕрсем. Çимун мĕнле килне лекме чăтăмсăррăн васкасассăн та, арăма парнепе тĕлĕнтерес шутпа, унăн куçĕсенче тĕлĕнтерÿ туйăма сăнас тесе, çавах та сакăр сехет çитмесĕр тухмарĕ.


Ĕç кунĕ вĕçленсенех машна çине ларчĕ те мотора хускатрĕ. Тепĕр çур сехет, вăл килте те пулать. Савăнăçлă туйăм! Çимун хуть хăçан та васкамасăр, типтерлĕн суйлать парнене. Кашнинчех вăл тĕлĕнтермелле парнесем тыттарать арăмне, Даша та хапăлласа савăнса йышăнать вĕсене, тирпейлĕн упрать.


Çимунăн хваттер уççи пур та, çавах та хальхинче вăл унпа усă курма васкамарĕ. Унăн ятарласа шăнкăравлас килчĕ, Даша хăй аллипе хăй уçтăр тесе. Вăл хăйсен хутне çитрĕ те алăк шăнкăравĕн тÿми çине пусрĕ. Анчах та никам та васкавлăн алăка уçакан пулмарĕ. Кăмăл кимелсе кайрĕ, çĕтрĕ. Ăçта пулма пултарать Даша?


Алăка хăйĕн уççипе уçрĕ те шалалла иртрĕ, ваннăй пÿлĕмĕнчен шыв шăнкăртатни çитрĕ хăлхине. Арăмĕ ваннăй пÿлĕменче чухенет иккен, пĕр умкай темĕнле юрă юрлать. Кашнинчех çапла вăл, чÿхенет, çавăн май юрă шăрантарать. Çмун алăк патне çывхарчĕ те, алăка кăшт çеç уçса:


– Чунăм, эсĕ часах-и, – тесе ыйтрĕ.


– Часах, – хирĕç чĕнчĕ арăмĕ.


Çимун парнене кăларчĕ, хуплашкине салтрĕ те сĕтел çине вырнаçтарас терĕ çывăракан пÿлĕмре. Анчах та… Пÿлĕн алăкне уçрĕ кăна, хытса кайрĕ куç умне тухнинчен. Сĕтел çинче унăнни пекех арча ларать. Пĕтĕмпе ун йышшиех!


Çимунăн куçĕнче хуралса кайрĕ, савăнăçлă туйăм çавăнтах сирĕлчĕ. Çырни те арча çинче, вăл курниех. Часах арăмĕн ура сассисем илтĕнчĕç. Çимун хăвăрттăн хăйĕн парнине кравать айне чикрĕ.


– Манăн парнене сăнатăн-и? – ыйтрĕ Даша çĕкленÿллĕн, ара, халĕ çеç чÿхенсе тухрĕ те, кăмăл çуллĕ шайра. – Куна паян ĕçре праçник ячĕпе парнелерĕç.


– Ĕçре? – çиллесĕн ыйтрĕ вăл, ара, аса килчĕ-çке мĕнле вăл çунатланса киле ĕçрен васкани, арăмне савăнтарас шутпа. Вăт, вĕçсе ÿкрĕ те! Вăт, Ухваниç! Вăт вĕри çĕлен!


– Мĕскер вара апла мар? Сана килĕшмест-и? Ку вĕт эпĕ ĕмĕтленнĕ арча, астăватăн-тăр суту-илÿ ценрĕнче, парнесен уйрăмĕнче вăрах вăхăтччен сăнаса тăтăм ăна, пăрахса кайма хал çитермесĕр. Манăçрăн та-и?


Мĕскер калас? Астăвать ĕнтĕ, питĕ аван астăвать. Астăвать çакă арча хакне те. Ку йышши парнене ĕçре никам та парнелес çук. Ун йышши парне мар. Хăй мĕскер хăтланнине тавçăрса çитермесĕрех, шкаф патне çывхарчĕ те, шалтан курткăна илсе тумланчĕ.


Тумланчĕ те çав-çавах хăй хăтланăвне тавçăрса çитермесĕр тула тухрĕ, алăка та хыçĕнчен уçă хăварса. Мĕншĕн çавăн пек хăтланчĕ? Даша аптраса тăрса юлчĕ пÿлĕмре йĕпе çÿçĕсемпе. Хыçĕнчен çеç кăшкăрчĕ: Çимун! Эсĕ ăçта каятăн?


Чăннипе те, ăçта? Кайма унăн вырăн çук. Ашшĕ-амăшĕ ялта, тус-тантăшсем çукпа пĕрех. Кутăн таврăнма та кăмăл туртмарĕ. Ирччен хула тăрăх ярăнса çÿрерĕ. Ир çинчен, ыйхă çавăрмасăрах, Даша телефон шăнкăравланине илтрĕ:


– Иванов Семён Фĕдоровича пĕлетĕр-и эсир? – ыйтрĕç кĕпçĕре çепĕç сасăпа. Сасси çепĕç те, темĕн чун-чĕрере аванмара хускатрĕ-вăратрĕ.


– Пĕлмесĕр, манăн упăшка-çке!


– Вăл пульниццара. Аварие лекнĕ. Операци ирттертĕмĕр. Хăрушлăх çук. – Телефон кĕпçине вырăнне хучĕç.


Даша пур ĕмĕт шухăшĕсене манăçтарса, хăвăрттăн тумланса чупрĕ пульниццана. Çимуна палатăна куçарма та ĕлкĕрнĕ. Икĕ урине те гипс хунă.


– Çимун! Мĕнле капла пырса тухрĕ? – мĕн пултарнă таран, чĕнчĕ Даша.


– Тархасшăн, çухал ман умран! Манăн сана курас та асăнас та килмест, – сăмах чĕнме йывăр та, анчах Çимун вăй-халне пухса каларĕ. – Кай кунтан!


– Эсĕ мĕскер калаçатăн? Мĕн пырса тухрĕ санпа? Эпĕ ниçта та каймастăп! – анчах та упăшки урăх нимĕн те чĕнмерĕ. Çимун çумĕнчи тÿме çине пусрĕ те, медсестра килсен, арăмне ăсатса ямашкăн ыйтрĕ. Дашăн сăн-пичĕ çинче тĕлĕнтерÿ, çухалса кайнă туйăм палăрчĕ. Кÿренÿпе килсе тухнине йышăнманни те палăрчĕ, çавăнпа та, тен, медсестра ун çине пăхса илчĕ те, Çимуна арăмне палатăра хăварма ÿкĕтлесе пăхрĕ. Çавах арçын хăй сăмахĕ çинче тăчĕ.


Çавах та, Çимун сываличчен çÿрерĕ Даша пульницана. Упăшки ăна курсанах тепĕр енне çаврăнса выртса ыйха путнăн, нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕскĕн хĕрарăм мĕншĕн вăл çапла хăтланнине çав-çавах ниепле те ăнкартса илеймерĕ.


Пĕр кунхине вара, Даша пульницана килсен, палатăра упăшки вырăнĕ пушă пулнине курсан, кăшт юлчĕ ураран ÿкесрен. Ара, пульницара вырăн ахальтнех пушанмасть: е çын сывалса тухнă е… вилсе кайнă.


– Сире пулăшу кирлĕ мар-и? – ыйтрĕ медсестра çывхарса. Вăйпах тенĕ пек, лăплантарма тару пачĕ.

– Манăн… упăшка… ăçта? – тинех ыйтма пултарчĕ Даша.


– Иванов Çимун-и?


– Ăхă.


– Çимуна виçмине кăнтăрларан кăларчĕç. Эпĕ вăл килте арăмĕпе киленет пулĕ теттĕм ĕнтĕ, çавах та виçĕ уйăх сахал вăхăт мар, – нимĕн пулман пекех хирĕçлерĕ медсестра.


Даша кăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Пуçне усса тухса кайрĕ пульницаран нимĕн шутлама аптраса. Киле таврăнман, тен, тăван ялне çул тытнă? Апла тесен те, хыпарламасăр хăварман пулĕччĕ, тесе шухăшларĕ Даша çул тăрăх утнă май. Темĕн шутламалла халĕ.


Çимун вара пульницаран тухсанах вокзала çул тытса пуйăс çине билет туянать Амдермăна. Çамрăк чухне пĕрре çеç мар ĕмĕтленнĕччĕ вăл ку хулара пулса курма. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланать. Ĕмĕтленнĕ пек пулмасан та, çавах… Хула айăплă мар-çке, капла унăн пурнăçĕнче пырса тухнине. Яш чухне икĕ хутчен те чĕнсе çыру янăччĕ, те пĕр кăлтăк, те тепĕр кăлтăк, каярах çемье çавăрсан вăл шухăш пулмарĕ.

Darmowy fragment się skończył.

7,34 zł
Ograniczenie wiekowe:
18+
Data wydania na Litres:
25 kwietnia 2019
Objętość:
121 str. 2 ilustracji
ISBN:
9785449668837
Format pobierania: